ПРОМЫШЛЕННАЯ ПОЛИТИКА,
ИННОВАЦИОННОЕ РАЗВИТИЕ
И КАЧЕСТВО

 
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мӗнле ҫӗнӗлӗхсем пулӗҫ?

27 февраля 2010 г.

Кӑҫал Республика кунне историшӗн пӗлтерӗшлӗ икӗ пулӑма - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине тата 90 ҫул каялла Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнине - халалланӑ. Яланхи пекех Шупашкарти уявӑн тӑп вырӑнӗ Хӗрлӗ турем пулӗ. Кунтах халӑх пултарулӑхӗн "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" 18-мӗш фестивалӗ тата "Руҫ ӑстисем" конкурс иртӗ. Кӑҫал тӗп хуламӑрти Дорисс кану   паркӗнче,   студентсен скверӗнче, "Тантӑш", "Кӑнтӑр" клубсем умӗнче тата ытти илемлӗ вырӑнта та культура мероприятийӗсем йӗркелесшӗн. Йӑлана кӗнӗ "Экспо-Контурта" тата МТВ-центрта "Регионсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси" ятпа курав ӗҫлӗ, унта Катар делегацийӗ те хутшӑнма камӑл пуррине пӗлтернӗ.

Республика кунне ирттерес тӗлӗшпе ӗҫлекен комитетӑн ларӑвӗнче хула пуҫлӑхӗ Николай Емельянов Чӑваш Ене мухтава кӑларнӑ ентешсем пирки курӑмлӑ стендсем, Шупашкар сӑн-сӑпатне уҫӑмлатакан таварсем хатӗрлемелли ҫинчеи каланӑ. Турист маршручӗсем ытларах илӗртчӗр тесе тимлемеллине, Атӑл шывӗ ҫинче ҫамрӑксем валли тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркелеме май пуррине асӑннӑ. Ентешлӗхсен фестивальне те Чӑваш наци конгресӗпе канашласа ҫӳллӗ шайра ирттерме палӑртнӑ.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, г.Чебоксары, Президентский бульвар, 10
Телефон: (8352) 64-20-40
Факс: (8352) 64-20-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика