09 августа 2008 г.
«Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша
ТĔПРЕН юсанă, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă хыççăн Шăмăршăри асфальтпа бетон завочĕ кăçалхи сезон пуçламăшĕнче тулли хăватпа ĕçлесе кайрĕ.
– Асфальтпа хамăр района çеç мар, кÿршĕллĕ Патăрьелĕнчи ДРСУна та тивĕçтеретпĕр, – терĕ районти çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленин тĕп инженерĕ В.Вашуркин.
Çул саракансемшĕн асфальтпа бетон завочĕ – пĕр чарăнми ĕçлекен «кухня». Калама кăна ансат: кунта кашни сменăрах 400 тоннăна яхăн продукци хатĕрлесе ăсатаççĕ. Асфальт вара пурне те кирлĕ. Юлашки вăхăтра ДРСУна уйрăм çынсем те йышлă килеççĕ.
Завод ĕçне А.Иванов мастер йĕркелесе-ертсе пырать. Вăл каланă тăрăх, кунта чăннипех те ăста, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем вăй хураççĕ.
Коллектив пысăк мар: пĕчĕк йышах сулмаклă ĕç тăвать. Районта асфальтпă çулсен вăрăмăшĕ ÿссе пынинче Н.Захаров оператор, С.Любимов оператор-газосварщик, В.Ефимов дозировщик, Ю.Ильин битумовар, И.Дементьев электрик, Л.Гладков дозировщик тÿпи уйрăмах пысăк.
Продукци яланах пахалăхлă пулмалла. Ку тĕлĕшпе заводра А.Убасев инженер-лаборант тимлет, хатĕр продукцие ăçта, мĕн чухлĕ ăсатнине Л.Погашова весовщица шута илсе пырать. Завода ятарласа К-701 маркăллă трактор уйăрса панă, унпа Н.Тихонов механизатор тухăçлă ĕçлет.
АБЗра материал тĕлĕшпе те чăрмавсем çук – вĕсене чылай малтан хатĕрлесе хунă. Битума Р.Ахметов водитель вăхăтра турттарса тăрать, унăн КАМазĕ яланах юсавлă.