ПРОМЫШЛЕННАЯ ПОЛИТИКА,
ИННОВАЦИОННОЕ РАЗВИТИЕ
И КАЧЕСТВО

 
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă нихăçан та сÿнмĕ

19 января 2009 г.

 

Кăрлач уйăхĕнчи канмалли кунсем интереслĕ иртрĕç. Уяв кунĕсенче халăх тĕп хуламăрти Хĕрлĕ лапамра Раштав юрри юрласа, вăйă выляса, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса савăнчĕ. Раштавăн 7-мĕшĕнче “Çутă пултăр!” фестивале пĕтĕмлетрĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.Волошин, ЧР культура министрĕ Р.Лизакова çутă композицийĕпе çутă дизайнĕн проекчĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Чи илĕртÿллĕ проектшăн “Коммуналлă технологисем” тулли мар яваплă общество, хăйне евĕрлĕ илемлетÿшĕн - “Инженери хÿтлĕхĕ” АУО, чи пултаруллă проектшăн “Горсвет” АУО Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Сурхури кунĕнчех залив хĕрринче вырнаçнă Успенипе Михаил Архангел чиркĕвĕсемпе Арçынсен мăнастирĕ тăрринче 19 сехетрен пуçласа 23-ччен “Раштав каçĕн çути” тĕлĕнмелле илемлĕ лазер-шоупа киленме май пулчĕ. Вăл чан сассипе тата Вардан Маркос виртуоз-сĕрме купăсçăн музыка композицийĕсемпе иртрĕ. Çак шоуна кăтартаканĕн “Лазер - çĕнĕ технологи” /Мускав/ тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ куракансене ытларах килĕшнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа илемлетессипе “Элара” наука производство комплексĕ çĕнтерчĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, г.Чебоксары, Президентский бульвар, 10
Телефон: (8352) 64-20-40
Факс: (8352) 64-20-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика