30 ноября 2009 г.
Тĕнчери халăх йышĕ хăвăрт ÿсет. Экспертсем шутланă тăрăх, тепĕр 10-15 çултан пĕр миллиард ытла çын хушăнмалла. Анчах çакăн чикки пулмаллах. Çĕр чăмăрĕ резина шар мар, вĕрсе пысăклатаймăн. Йыш 11, 2 миллиардран иртсен вăл тăрантарайми пулать. Апла тăк мĕн тумалла-ха? Мĕн пур çĕршыври ăсчах кун пирки кунĕн-çĕрĕн пуç ватать.
Унчченхи ĕмĕрсенче ăслăран та ăслă физиксем, химиксем, космонавтсем пысăк хисепреччĕ, малашне биоинженерсене пуç тайăпăр. Нано- тата биотехнологисене, энерги тата ресурс перекетлессине, ку чухнехи пахалăхсене ĕçе кĕртмесен тĕнчене хăрушлăх кĕтет.
Раççейри паллă ăсчахсем, политиксем АПШпа Японин, Кăнтăр Корейăпа Евросоюзăн, малта пыракан ытти çĕршывăн экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тишкерсе “шĕкĕлченĕ”, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тунă. Кăркăс Республикин ăслăлăх академийĕн академикĕ Аскар Акаев шухăшĕпе, тĕнчере кашни 40-50 çулта пысăк кризис, кашни 8 çулта вăйсăртараххи пулмалла. 2016 çулта пире иккĕмĕшĕ кĕтмелле.
“Кризиссем пулни лайăх, - тет вăл. - Вĕсем экономикăна çĕнĕ витĕм кÿреççĕ, малалла аталанма пулăшаççĕ. Паллă экономист Николай Кондратьев калани халĕ тĕрĕсе килет. Унăн вĕрентĕвне Совет Союзĕ йышăнман. 1938 çулта персе вĕлернĕ”.
Мĕн тĕрлĕ ыйту сÿтсе явмарĕç, мĕн çинчен кăна калаçмарĕç-ши чÿкĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарти суту-илÿпе курав центрĕнче иртнĕ регионсен хушшинчи “Чăваш Ен - Био 2009” курав-форумра? Унăн тĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçне ЧР Президенчĕ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Константин Косачевпа Николай Бударин, çĕршыври паллă ăсчахсем, политиксем, Украинăран, Швеципе Германирен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.
- Тĕнче финанспа экономика кризисне чăтса ирттерет текенсем йăнăшаççĕ. Тĕнче система кризисне тÿсет, чи малтанах кăмăл-сипет çĕнетĕвне, демографи, энерги, экологи, технологи кризисне, - терĕ Николай Федоров тĕл пулăва уçнă май. - Çакнашкал “кризиссен парачĕ” таса чунлă çынсем çине хушма яваплăх тиет, пур енчен те аталанса çитме ĕнентерекен витĕмлĕ модельсем сĕнекенсем, ырă пуласлăха тивĕçлипех шанса кĕтекенсем çине те.
Чăваш Енре халĕ республика аталанăвĕн стратегине 2020 çулччен йышăнассипе ĕçлеççĕ. Экологи, республика ертÿçин шухăшĕпе, политика никĕсĕ тата экономика ориентирĕ. Çавна май Николай Васильевич тĕп икĕ тĕллеве пурнăçлама палăртать. Пĕри - пур отрасле те модернизацилесси, тепри - республикăн мĕн пур территорийĕнче улттăмĕш технологи уклачĕн производствине туса хурасси.
Мускав патшалăх университечĕн, Раççей биотехнологсен обществин, М.Келдыш ячĕллĕ приклад математика институчĕн, ытти аслă шкулăн ăсчахĕсен шухăшне ĕненсен - Чăваш Ен Раççейре пĕрремĕш биорегион пулмалла. Пирĕн республикăн курав-форума ирттерме ăнсăртран суйласа илмен. Çакна хĕвел энергийĕпе ĕçлекен отрасль тума хатĕрленни, уй-хир культурисен тухăçне икĕ хут ÿстерме палăртни, тирпейлекен промышленноçа аталантарма майсем пурри /кашни яла çити - асфальт çул, килсерен - çут çанталăк газĕ, таса шыв, пысăк хăвăртлăхпа çурт-йĕр туни/ лайăх çирĕплетет. Раççейре халĕ лизин туса кăлармаççĕ, çав вăхăтрах республикăра ăна хатĕрлес проект ĕçе кĕрет. “Чăваш Ен - биорегион” стратегин инфратытăм проекчĕсенчен биоэкополиссем туса хумалли проекта палăртмалла. Вăл йăлăхтарнă шавлă хуларан таса сывлăшлă яла куçассине пĕлтерет. Юлашки çулсенче малта пыракан çĕршывсенче биоэкополис вăй илсех пырать.
Чăваш Ен биорегион пулса тăрсан, регионсем те пирĕн тĕслĕхе йышăнсан Раççейĕн аталану тапхăрĕ хăвăртланĕ, ăна тĕнчере “хĕстереймĕç”.
Курав-форумра 2009 çулшăн пахалăх енĕпе ЧР Президенчĕн премине “Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕ” ОООна, “Шупашкарти электромеханика завочĕ” АХОна, Чăваш патшалăх педагогика университетне пачĕç.
Эрне кун регионсен пĕрлехи “Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики” форумĕ иртрĕ.