30 июня 2008 г.

ПУЛТАРУЛЛĂ, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене хавхалантарасси - Чăваш Республикин патшалăх политикин пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри. Тĕрлĕ тытăмра палăракан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа малалла аталанма пулăшакан тĕллевлĕ нумай программа ĕçлет. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕ. Сумлă наградăна 1996 çулта пама пуçланă, паянччен ăна 50 яшпа хĕр тивĕçнĕ.
Премин 2007 çулхи лауреачĕ пулма кăçал 40 çамрăк хăйсен ĕçĕсене конкурса тăратнă: 11-шĕ наука, техника тата производство, 13-шĕ вĕрентÿ, культурăпа ÿнер, 10-шĕ сывлăх сыхлавĕ, тăван тавралăха упрас, физкультурăпа спорт тытăмĕсемпе çыхăннă.
Кăçалхи лауреатсене ĕнер ЧР Правительство çурчĕн пĕчĕк залĕнче чысларĕç. Савăнăçлă церемоние ЧР Президенчĕ Николай Федоров, министрсем, тĕрлĕ организаци представителĕсем, çамрăксем хутшăнчĕç.

- Çак çуртра эпир çуллен мал ĕмĕтлĕрен те мал ĕмĕтлĕрех, чи маттур, чи хастар, чи тивĕçлĕ çамрăксене чыслатпăр. Малтан мала талпăнакан пирĕн сахал мар. Спортсменсем, наукăра, вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем, шкул ачисем çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансем Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтереççĕ. Чăваш Енре шкул пĕтерекенсем Мускаври, Санкт-Петербургри сумлă вĕренÿ заведенийĕсене кĕреççĕ. 10 çулта ку кăтарту 100 хут ÿсрĕ. Республикăри предприятисемпе организацисен çумĕнче ĕçлекен çамрăксен канашĕсем йĕркеленчĕç. Вĕсен йышĕ 100-тен те иртрĕ. Мăнаçланмалли тата нумай пирĕн. Кирек ăçта та чи кирли - ĕçе пысăк пахалăхлă пурнăçлама ăнтăлни, мал ĕмĕтлĕ, хастар пулни, пуласлăха витĕр курни, - палăртрĕ Президент.
Сумлă наградăна кăçал тăватă çамрăк тивĕçрĕ. Ăслăлăх, техника тата производство енĕпе ЧР Çамрăксен патшалăх премине “Химпром” АУОн наука тĕпчев центрĕн хими-технологин 2-мĕш лабораторийĕн кĕçĕн наука сотрудникĕ Надежда Петрова илчĕ. Вăл “Хлор тата каустик производствинче сульфатсем кăларасси” наука-техника проектне хатĕрленĕ. Тепĕр лауреат - Татьяна Михайлова - Çĕрпÿри М.В.Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. Тăватă çул каялла И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн дипломне алла илнĕскер ÿсекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ пама методика кăтартăвĕсем хатĕрлес енĕпе тăрăшать. Çамрăк учитель хатĕрленĕ кĕнекесемпе тăван шкулĕнче тата педуниверситетра усă кураççĕ.
Чылай вулакан Любовь Чугунова ятне пĕлет. Вăл та - лауреат. Журналиста çамрăксен политикин ыйтăвĕсене çутатнăшăн премипе хавхалантарчĕç. Сăмах май, Любовь И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ çулсенчех хăйĕн ăсталăхне “Хыпар” Издательство çуртĕнче пуçланă, “Тантăш” хаçатăн пай редакторĕнче ĕçленĕ, халĕ - ЧР Аслă судĕнче.
Сывлăх сыхлавĕ, тăван тавралăха упрас, физкультурăпа спорт тытăмĕ енĕпе Шупашкарти 1-мĕш больницăра ĕçлекен Татьяна Никонорова палăрчĕ. Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕнче тăрăшаканскер бронх астмипе чирлекенсене сыватмалли майсем пирки тĕпчев ĕçĕ çырнă. Ун сĕнĕвĕпе сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче усă кураççĕ.
Çĕнĕ лауреатсене ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсемпе тăванĕсем саламларĕç. Николай Федоров пикесене хăйĕн ятĕнчен çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнăçу, юрату сунчĕ.
Источник: "Хыпар"